Паян çыртăмăр диктант

 

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулти  50 вĕренекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцине хутшăнса  диктант ҫырчĕҫ.

      Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

    «Пиллĕк» паллă илнисем кăçалхи çул 9 пулчĕç.   «Тăваттă» палла 20 -ĕн, «виççĕ» палла - 19 вĕренекен  тивĕçрĕç.

    Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.

  Диктант ҫырма кăмăл тунисене тепĕр хут Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.