Акан 24-мĕш кунĕнче районта чăваш чĕлхи кунне Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ирттерчĕç. Çак шкулта вĕренекен ачасем районтан килнĕ хăнасене çăкăр – тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасен хушшинче районтан чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсемпе шкул ачисем те йышлă килнĕ. Çак уявра районти кашни шкул хайĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Юрларĕç те, ташларĕç те, сăвăсем те каларĕç. Туçа шкулĕнче вĕренекенсем вара «Çăлакан килет» сценкăпа, чăваш юрри- ташшипе тĕлĕнтерчĕç.