Вилсессĕн те пĕтмест вăл паттăр-
Ик пурнăç панă паттăра,
Иккĕмĕш пурнăç çавăнпа та
Вилĕмсĕр чаплă ун вара.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе нумай çул хыçа юлчĕ. Çак хăрушă вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсем пирĕн сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Энтепе каччи С.А. Андреев сержант. Кăçал паллă ентеш çуралнăранпа авăнăн 20-мĕшĕнче 95 çул çитет. Вăл пирĕн шкулта вĕреннĕ, активист пулнă. Унăн партти халичченех пирĕн шкул музейĕнче упранать. Ун хушшинче лайăх вĕренекенсем çеç ларнă. С. Андреев комсомолец 1942 çулта, 18 çул тултарсан, фронта тухса кайнă. Паттăррăн çапăçнă вăл. Днепр шывĕ патĕнчи хаяр çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕç пулнă. Шкулта халĕ Совет Союзĕн Геройĕ, часть командирĕ Потемкин гварди майор Андреевăн амăшĕ патне янă çыру упранать. Вăл унта СССР Верховный Совет Президиумĕн Указĕ тăрăх 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Семен Андреева Совет Союзĕн Геройĕ ятне пани çинчен пĕлтернĕ.
С.А.Андреев ятне асра тытса 7-мĕш класс ачисем ăна халалласа шкул линейкинче сăвăсем вуларĕç, унăн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç.
Çавăн пекех Елчĕкре иртнĕ мероприятие те хутшăнчĕç. Паттăр салтак çуралнă Энтепе ялне çитсе тăван килĕ умĕнче те пулса курчĕç. Шкул çумĕнчи музейра унăн ятне мрамор хăма çине çакăн пек çырса хунă «Çак çуртра 1931-1938 çулсенче С. Андреев вĕреннĕ». С.А.Андреев ячĕпе хисепленсе тăнă Туçа шкулĕ хăй вăхăтĕнче тимĕр-тăмăр пуçтарса автобус илме пултарнă. Ăна герой ятне панă.
Пирĕн, пулас ăрун, С. Алексеевичран тĕслĕх илмелли питĕ нумай. Лайăх вĕренсе паттăрла ĕçсем тума тăрăшасччĕ.