Кашни çул нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче Тури Туçари вăтам шкул «Шкулта пĕрле вĕреннĕ туссен» каçне ирттерет. Малтанхи вăхăтсенче юбилей выпусксене (10, 20, 30, 40, 50, 60 çул каялла вăтам шкул пĕтернисене) ятарласа чĕнетчĕ. Вĕсен пĕр çаврăмĕ тухнă хыççăн вунă çул хушшинче (1950-60, 1960-70, 1970-80…) пĕрле вĕреннисене йыхравларĕç. Вĕсен çаврăмĕ те тухнă хыççăн шкул меценачĕсен тĕл пулăвне йĕркелесе пăхрĕç. Юлашки çулсенче юбилей выпускниксем малтанах пĕр-пĕринпе çыхăнса хăйсем килессине палăртса хураççĕ. Хăйсемех пĕр-пĕрне пуçтарса килеççĕ.
Кăçалхи çул та нарăсăн пĕрремĕшĕнче çак тĕл пулу питĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Хальхинче 1980 çулхине шкул пĕтернĕ выпускниксем нумайăн пухăнчĕç. Ун чухне тăватă класс 10 «а», «б», «В», «г» вăтам шкул пĕтернĕ. Пурĕ 140 ача. Вĕсем хăйсем уява килессине малтанах систерсе хучĕç. Чăннипех те, питĕ нумайăн пуçтарăнчĕç çак выпусксем тĕл пулăва. Хĕрĕх çул хушшинче пурте вĕреннĕ, пысăк çын пулнă, çемье çавăрнă, нумайăшĕ асаттепе асанне те пулнă. Çапах та шкулта вĕреннĕ çулсем нихăшĕн асĕнчен те тухман. Тен, пĕр-пĕрне шкултан вĕренсе тухнăранпа курман пулсан та, тăван шкула вĕренсе тухнăранпа килмен пулсан та - пурте ача чухнехи пекех хавасланса, аса илÿ авăрне путрĕç.
Паллах, тăван шкула валли те асăнмалăх пысăк парне илсе килнĕ: шкулта усă курма видеокамера, тĕрлĕ тĕспе кăларакан принтер…
Тĕл пулура ытти çулсенче вĕреннĕ выпускниксем те пулчĕç. 1970-1979 çулсенче вĕреннисен шучĕ те сахалах пулмарĕ.
Паллах, шкул коллективĕпе ачасем те парăмра юлмарĕç. Тĕл пулăва килекенсем валли пысăк концерт хатĕрлерĕç.
Шкул администрацийĕпе шкул коллективĕ уява килнĕ выпускниксене тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те çакăн пекех шкула килсе çÿреме йыхравларĕ.