И-и! Ҫӑварни, ҫӑварни!
Катӑк ҫатма икерчи
Эрне хушши ҫитерет.
И çӑварни, ҫӑварни!
Çӑвар тулли икерчи,
Кӗсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!
Çăварни уявне чăваш халăхĕ кăна мар, çĕр çинчи тĕрлĕ халăх уявлать. Ăна кунпа çĕр танлашнă вăхăтра уявлаççĕ. Çак уявра çуркунне çитнине паллă тăваççĕ, пуян тырă-пулă пулассине шанса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Нарăсăн 28-мĕшĕнче Тури Туçа шкулĕнче вĕренекенсемпе ĕçлекенсем те çăварни уявне уявларĕç.
Уява «Çăварни пики» уçрĕ. «Авалтан пыракан йăла-йĕркене сыхласа хăварса ачасем патне кирлĕ шайра çитернĕшĕн уява хатĕрлекенсене тав тăватăп», - терĕ шкул директорĕ П.Г.Шашкин. Уявра ватти-вĕтти тĕрлĕрен юрăсем юрласа, ташăсем ташласа, тĕрлĕ вăйăсем выляса савăнчĕç. Мĕнле çăварни пултăр-ха ĕнтĕ вăл çăварни икерчисĕр. Ачасене вĕри чейпе çăварни икерчийĕпе хăналарĕç. Авалхи йалапа, усал чир-чĕртен тасалас тесе çăварни карчăккине çунтарса ячĕç. Çăварни уявĕ хаваслă вăйă- кулăпа вĕçленчĕ.