Ĕç опычĕпе паллашрĕç

Вĕрентÿ - коллективлă ĕç. Çавна май умри тĕллевсене пурнăçа кĕртесси вĕрентекенсем пĕр-пĕрнипе тачă çыхăнса вăй хуниничен питĕ нумай килет.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ  Ю.А. Миронова ертсе пынипе пуçламăш классене вĕрентекенсен творчество ушкăнĕ ĕçлет.

Кашни вĕренÿ çулĕ вĕçĕнчех çак ушкăн районти пултаруллă вĕрентекенсен ĕç опычĕпе паллашать.  Кăçал та çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта ĕçлекен Маркова Людмила Валентиновнăн ĕç опычĕпе паллашрĕç.

        Районти пуçламăш классене вĕрентекенсен творчество ушкăнĕ Л.В Маркован ĕçне пысăка хурса хакларĕç.