6- мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» проект ĕçне хÿтĕлерĕç

6- мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» проект ĕçне хÿтĕлерĕç

     2022 çул - Чăваш республикинче паллă ентешсене  халалланă çулталăк. Çак çула тата чăваш чĕлхи эрнине халалласа 6 - мĕш класра вĕренекенсем ака уйăхĕн 21 - мĕш числинче «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» проект ĕçне хÿтĕлерĕç. Проектпа ĕçлесе ачасен тавра курăмĕ, пултарулăхĕ аталанать. Вĕренекенсем ыйтусем йĕркелеме, презентаци, видеоклип тума вĕренеççĕ, тăван чĕлхене, литературăна, тăван ен культурине ытларах хисеплеме пуçлаççĕ.

Çак проекта хатĕрленсе ачасем чăвашсен паллă çыннисен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен нумай пĕлчĕç.