Шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

Шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ

        Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И.Я.Яковлев çуралнă. Тури Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем уроксем хыççăн акт залне пуçтарăнчĕç. Уяв Чăваш гимнĕпе уçăлчĕ. Пухăннисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Перепелкина Е.С. тата шкул директорĕ Шашкин П.Г. саламларĕç. Ачасем уява тăрăшса хатĕрленнĕ, куракансене сăвă-юрăпа, вăйă-ташăпа савăнтарчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.