Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă. Символсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ. Патшалăх символĕсем – пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.

Çак куна халалласа Тури Туçари вăтам шкулта 6,8 класра вĕренекенсем Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. 6 – мĕш класс ертÿçи Козлова И.А. ялавпа герб çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ.


Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев пирки шкул библиотекарĕ Глинкина А.В., Гимн авторĕ Илле Семенович Тукташ пирки истори учителĕ Юнусова С.И. паллаштарчĕç.




Гимн текстне хăш çулта çырнине те, гимнри сăмахсем мĕне пĕлтернине те палăртса хăвартăмăр. Ачасем «Чăваш Республикин символĕсем», «Виçĕ хĕвел» кĕске фильмсемпе паллашрĕç. Республика гимнне ура çине тăрса юрларăмăр.