Шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ
    Туçари вăтам шкулта 11тата 9 класра  вĕренекенсемшĕн те майăн 25-мĕшĕнче юлашки  шăнкăрав янăрарĕ. Мероприятие Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, «Авангард» пĕрлешĕвĕн районти «Патăрьел беконĕ» филиалăн тĕп бухгалтерĕ Галина Яковлева, учитель-ветерансем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.


Савăнăçлă та хумхануллă линейкăна шкул директорĕ Петр Шашкин уçрĕ. Вăл ачасене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, çавăн пекех 11 класра веренекенсемпе сыв пуллашма тивнине, анчах вĕсем тăван тăрăха каялла алла професси илсе таврăнса тĕпленессе шаннине пĕлтерчĕ. Хăнасем те сăмах илчĕç, вĕсем те выпускниксене экзаменсене ăнăçлă  тытма, пурнăс çулне тĕрĕс   суйласа илме, пĕлÿ çурчĕпе малашне те çыхăну тытма сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕренÿри, спортра, обществăлла мероприятисене хастар хутшăннисене грамотăсем парса чысларĕс. «Авангард» пĕрлешĕвĕн районти «Патăрьел беконĕ» филиал кăçал та ырă йăлана малалла тăсрĕ. 11 тата 9 класра вĕренсе тухакансене укçа парса хавхалантарчĕ.

Выпускниксем педагогсене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани пама тăрăшнăшăн, ашшĕ-амăшне юратăвĕшĕн тав туса сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, вальс ташларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсене телейлĕ сул сунчĕс.

Юлашки шăнкăрава 11 класра вĕренекен Александр Мулюков тата пĕрремĕш класри Анастасия Салмина пачĕç.