Кире пуканӗ йӑтассипе ăмăрту

Кире пуканӗ йӑтассипе ăмăрту

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн спортзалӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Раҫҫей спорт мастерӗн В.Г. Симен парнисемшӗн республика шайӗнчи уҫӑ ӑмарту иртнӗ. Патӑрьел округӗн чысне хӳтӗлекенсем хушшинче пирĕн шкулта вӗренекен пӗртӑван Екатерина, Ксения, Кирилл Измайловсем тата Елена Манькова та пулнӑ.

Хӗрӳ тупӑшура Ксения 1-мӗш, Екатерина 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Ку калама ҫук пысӑк результат!!!

Саламлатпӑр!!! Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Вӗсене ӑмӑртӑва хатӗрлекен В.Н. Глинкина тав тӑватпӑр.