Салтаксене пулӑшу

Салтаксене пулӑшу

      Ятарлӑ ҫар операцийĕнче хутшӑнакан салтаксем валли паян черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗпе пĕрле Тури Туҫари вӑтам шкулти ачасем ҫыру ҫырса ӑсатрĕҫ. Часах вӗсен ҫырӑвӗсем паллӑ мар салтак патне ҫитсе вӗсен чунӗсене  ӑшӑтса  ярасса шанаҫҫĕ  вĕсем.

Ҫавӑн пекех аслӑ вожатӑй ĕҫне йĕркелесе пыракан Надежда Николаевна та 45 кг ыхра  парса ячĕ. "Пурин те сывлӑх пултӑр, пирĕн пулӑшӑва эмел вырӑнне усӑ курмалла пултӑр"- терĕ вӑл.

Ҫак ĕҫе Вӑтаел ял халӑхĕ хастар хутшӑнать. Укҫа -тенкĕ енчен, апат- ҫимĕҫ, хÿтĕлев сетки ҫыхасси тата транспортпа тивĕҫтерессине те йĕркеленĕ вĕсем. СВОри салтаксем патне те хӑйсемех ҫитсе килеҫҫĕ.

Ҫакӑн пек тимлӗх уйӑрни пирӗн салтаксен ӗненӳпе хастарлӑхне, шанчӑклӑхне тата пӗрлӗхе ҫирӗплетет, ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑй хушать, ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳпе таврӑнма шанчӑк парса тӑрать.

 Паттӑрсем умӗнче кашниех пуҫ таятпӑр. Тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем чӑн-чӑн арҫынсем. Вӗсенчен пирӗн тӗслӗх илмелле.

Фотогалерея