Иван Яковлевăн ăса вĕрентекен
пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулать. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн илемлӗ
хайлавӗсене вуласан ачасем ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен ватлӑха хисеплеме, вĕсене тимлӗх уйӑрма вӗренеҫҫӗ. Хайлавсем ачасен
кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне, пуплевне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Тури Туçари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулти 1-4 – мěш
«б» класри вӗренекенсем Иван Яковлев
калавӗсене вуларӗҫ, вĕсем тăрăх
ӳкерчĕксем турĕç. Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури», «Автан»,
«Кашкăрпа сурăх путекки», «Кулачă», «Лаша шырани» калавсем килĕшрĕç.