Сурхури уявне халалланă урок

Сурхури уявне халалланă урок

         Ачасемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине туйтарас, пĕр-пĕрне кулăшпа тĕртсе-йĕплесе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тĕллевпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Осипова Н.Н. 5-мĕш класс ачисемпе сурхури уявне халалланă урок ирттерчĕ.

Вĕрентӳçĕ сурхури уявне ĕлĕкрех мĕнле ирттерни пирки каласа кăтартрĕ. Сурхури (святки) — чӑвашсен мĕн авалтан килекен йăли-йĕркисенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен (до Крещения) тӑсӑлать.

«Сурхури»сăмах икĕ пĕлтерĕшпе çыхăннă: «сур» «шыв» тенине пĕлтернĕ. Сур турри (шыв турри) - Сурăм. «Хур» - инкек, кӳренӳ. Апла пулсан, «Сурхури» ăнлавра сывлăх пултăр, сур-хур кайтăр тесе сунни пур. Сур-хур хăвалама çылăхсăр чунсене, ачасене, хутшăнтарнă.

Уява ачасем пуçланă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕрле пухăнса килĕрен киле кĕрсе сурхури юррисем юрланă.

 

Хуçисем вĕсене йăвачапа, пăрçапа хăналанă, кĕрпе, çу панă. Ачасем пÿрте кĕрсен пăрçа сапнă, такмакласа юрланă. Килĕрен çÿресе пĕтерсен ачасем кам патне те пулин пуçтарăнса пăтă çинĕ, юмах каланă, кулнă, шÿтленĕ, ташланă, савăннă. Хĕрсемпе каччăсем вара юмăç та янă.

Вĕренекенсем сурхури йӑли-йӗркисене кил-ҫуртра ӑнӑҫлӑх, хуҫисен ҫителӗклӗ пурнӑҫ, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчевлӗ пулччӑр тесе ирттернине тата килес ҫулхи тыр-пул тухӑҫлӑхне те ҫав йӑласемпех ҫыхӑнтарнине пĕлчĕç.

Ачасем асламăшĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕк мĕнлерех юмăç янисем çинчен те хаваслансах итлерĕç, савăнчĕç, кулчĕç.

Фотогалерея