Чӑваш
чӗлхи эрнин планӗпе килӗшӳллӗн паян Табакова М.И. вӗрентекен 8в класра
"Эпир чӑваш йӑхӗнчен" вӑйӑ ирттерчӗ. Вӗренекенсем чи хаклӑ, чи
юратнӑ, чи ҫывӑх чӗлхе - чӑваш чӗлхи пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Кашни ҫыншӑнах
ашшӗ-амӑш чӗлхи, тӑван халӑх историйӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши, юмах-халапӗ
хаклӑ пулнине ӗнентерсе пачӗҫ. Иван Яковлевич Яковлев ячӗ чӑваш халӑхӗшӗн
яланах хисеплӗ те чыслине, унӑн чапӗ халӑх хушшинче паянхи кун та иксӗлменнине
ҫирӗплетрӗҫ саккӑрмӗшсем.
"Эпир чӑваш йӑхӗнчен"